Утӑн 17-мӗшӗнче Платкари «Униче» уҫланкӑра 11-мӗш хут ял уявӗ иртрӗ. «Вӗрентекен ҫулталӑкӗ» ячӗпе Ҫырмапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ялти хисеплӗ вӗрентекенсене Ю. Федотовӑна, А.Михайловӑна, З. Николаевӑна, А. Андреевӑна, Н. Васильевӑна ачасемпе ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ӗҫре вӑй хунӑшӑн тав хучӗсем пачӗ, ӳлӗмрен те ял халӑхне пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнтарма ыр сунчӗ.
Ҫавӑн пекех платкасене сумлӑ хӑнасем те саламларӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ялавне ҫӗклени — уяв уҫӑлнин палли. Кӑҫалхи уявра ӑна ӑна ҫӗклеме Н. Михайлова педагог тата Раҫҫей Федерацийӗн музыка обществин членӗ, тыл ӗҫченӗ Л. Ильина тивӗҫрӗҫ.
Платка ял старости Зоя Андреева Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа вӑрҫӑ ветеранне — Алексей Скворцовӑна, ҫавӑн пекех тыл ӗҫченӗсене, ялти чи ватӑ ҫынсемпе чи кӗҫӗннисене парнесем парса чыс турӗ.
Вунпӗрмӗш хут иртекен уява «Янра, юрӑ» эстрада ансамблӗ илемлетрӗ. Ҫак кун «Униче» уҫланкӑ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе янраса ҫеҫ тӑчӗ. Ял ҫыннисене вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» халӑх пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Сипет» ташӑ ушкӑнӗ пысӑк концерт лартса пачӗ.
Утӑн 8-12–мӗшӗсенче Тутарстанри Алапӳ хулинче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ҫуллахи спорт вӑййисем иртнӗ.
Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме унта Кӳкеҫри хӗрарӑмсен волейбол команди те хутшӑннӑ. Вӗсем ҫак чыса Патӑрьелӗнче иртнӗ республикӑри XV ҫуллахи спорт вӑййисенче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тивӗҫ пулнӑ. Волейболистсен команди — Вероника Николаева, Людмила Павлова, Ирина Свинцова, Александра Захарова, Ольга Скворцова, Надежда Николаева тата Мария Куликова — ӑмӑртура хӑйсен чысне ҫӗре ӳкермен.
Сӑмах май каласан, Кӳкеҫри волейболистсен команди районти тата республикӑри ӑмӑртусенче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи пилӗк уйӑхри демографине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӗ 6 433 ача ҫуралнӑ, 7 147 (вӑл шутра ҫулталӑка ҫитмен 31 ача) вилнӗ. Вилнисен шучӗ ҫуралнисенче 11,1% ытларах пулнӑ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтри кӑтартусем 19,4%-па танлашнӑ. Ҫуралнисен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан 69 ытларах (е 1,1%). Вилнисен шучӗ 5,9% чакнӑ (е 452 ҫын сахалтарах).
Чӑваш Енӗн пур муниципалитетӗнче те тенӗ пекех халӑх йышӗ чакнӑ, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар районӗнче — ӳснӗ. Ҫын йышӗ чи нумай Ҫӗмӗрле (-16%), Улатӑр (-12,5), Пӑрачкав (-12,2), Хӗрлӗ Чутай (-11,7) тата Куславкка (-10,1) районӗсенче чакнӑ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 51 ҫемье ытларах (пурӗ 2 643 мӑшӑрланнӑ) ҫавӑрнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ — пӗлтӗрхинчен 277 ҫемье сахалрах саланнӑ.
«Тӑван Ен» хаҫата "Чӑваш пичечӗ" киоскӗсенче пӗтӗм Чӑваш Республиккипех туянма (6-60т.) тата ҫур ҫуллӑх ҫырӑнса илме (150т.) пулать. Ку почтӑри ҫырӑнуран (184,20т.) йӳнӗрех.
Анлӑ аудитори валли ҫырнӑ хаҫат тӗрлӗ информаципе тивӗҫтерет - политика, экономика, культура, йӗркелӗх хуралӗ. Тӑван ен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнисӗр пуҫне вулакан валли хуҫалӑха тытса пыма пулӑшакан (выльӑх-чӗрлӗх, кулинари, пахча ӗҫӗ), хӗр, арӑм, кинемейсем валли илемпе сӑпайлӑх рубрикисем пур. Эрнелӗх тӗплӗ телепрограмма тата гороскоп тухса тӑраҫҫӗ.
Вулакан ыйтӑвӗсене редакци пур енлӗн тивӗҫтерме тӑрӑшать. Ыйтусене тӗрлӗ сферӑри специалистсем кӑна мар, юмӑҫсем те ответлӗҫ.
«Ҫӑлтӑрсен пурнӑҫӗ», «Пытармасӑр» рубрикӑсенче «ТЕ» журналисчӗсем - чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ тата паянхи паллӑ ҫыннисене (Светлана Асамат, Валентина Элпи, Марина Карягина, Альбина Юрату, Елена Иовлева, Типшӗм Сашук, Алексей Наумов т. ыт. те) калаҫтараҫҫӗ, вӗсем ҫинчен хӑш чух чӗпӗтсе, хӑш чух серьезлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ.
Тӑван хаҫатра пирӗн кулленхи пурнӑҫ-йӑлана, кӑмӑл-сипете сӑнласа шухӑшлаттаракан статьясем тата «Атӑл хумӗсем» рубрикӑра профессилле ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем тухаҫҫӗ.
Ҫак вӑхӑтра чӑваш мӗн ӗлӗкрен ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫлесе ҫӗр-аннемӗре туй туса панӑ. Хӑй савӑннинчен ытла ҫӗр савӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑ — ӑна халалласа «Аки-сухи» юррине юрланӑ. Ҫӗре пӗтӗлентернӗ хыҫҫӑн тапса-сиксе ташлама юраман, хӗрсемпе каччӑсем ушкӑн-ушкӑн карталанса вӑййа тухнӑ, пурнӑҫа, ҫӗре-шыва мухтаса юрӑ юрланӑ. Паллах, пӗринчен тепри маттуртарах, пӗринчен тепри хитререх пулас килнӗ ҫак туйра: хӗрсемпе арӑмсем чи хитре тумсем тӑхӑнса пынӑ уява, маттур яш-кӗрӗм тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Тӑван халӑхӑн ҫак сӗм авалхи ырӑ йӑли халичченех упранса пыни тем пекех хаклӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑвашлӑх тӗнчипе ҫыхӑнтарать. Вӑйӑ кӑна-и? Вӑйӑ вӗҫҫӗн ҫеҫ нимле йӑла та тытӑнса тӑраймасть. Ӗҫре малта пыракансене чыслани пысӑк витӗм кӳрет. Ҫын ҫинче ырӑ сӑмах илтни ылтӑнран та хаклӑрах.
Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра Шупашкар район ҫыннисем 2010 ҫулхи Акатуя пухӑнчӗҫ. Ӑна кӑҫалхи ҫул вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнине, Аслӑ ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине тата чӑваш поэзийӗн классикӗ К.
Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнӑ май Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Салапайкасси ялӗнче Лебедев вулавӗсем иртнӗ.
Салапайкассинче ҫуралнӑ Герман Лебедев 1932-мӗш ҫулта кӗвӗсем хывма пуҫлать. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ Лебедев Тукташ сӑввипе ҫырнӑ юрра Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе йышӑнать. Ҫак юрӑ пӗрремӗш хут 1945-мӗш ҫулта, Чӑваш автономийӗ 25 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ уявра янӑранӑ. Кӑҫал, Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта, ҫак юррӑн пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк.
Ялти кӳлӗ таврашӗнче Чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн художество-графика факультечӗн студенчӗсем культура паркӗ валли картинӑсемпе статуйӑсем хатӗрлес тӗлӗшпе лаборатори йӗркеленӗ.
Лебедев вулавӗсен уявне Хыркассинчи ачасен музыка шкулӗнче вӗренекенӗсем тата Анат Кӗнерти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ концерт программи илем кӳнӗ.
Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.
Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.
Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!
Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне республикӑра йӗркеленӗ «Юратнӑ тетте» акцие хутшӑнса, ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи хӗрарӑмсен совечӗ Кӳкеҫри ятарлӑ коррекциллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул-интернатра вӗренекенсем валли пысӑк парне хатӗрлерӗ — кӗҫӗн класран вӗренсе тухакан 12 ачана кашнине хӑй кӑмӑлланӑ теттесем, волейбол тата футбол мечӗкӗсем пачӗ. Теттесене пухма пилӗк организаци пысӑк пулӑшу панӑ: Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗ, «Геона» ТМЯО, Шупашкар район больници, Ҫӗнъял-Покровски ял тӑрӑхӗ (Пархикассипе Кивпулӑх ял ҫыннисем), Ишлейри Шупашкар электромеханика завочӗ.
Уява пухӑннӑ ҫынсене шкул-интернатра вӗренекенсем концерт лартса пачӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Шупашкар—Сӑр» ҫулӑн Ишлейпе Курак Чурачӑк пайӗнче вырнаҫнӑ кӗпере тӗрӗслеме ятарласа тунӑ комисси пайташӗсем тата республикӑран чӗннӗ специалистсем нумай пулмасть ун патне ҫитсе кӗпере тимлӗн пӑхса тухнӑ.
Мӑттикассипе Курак Чурачӑк ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ кӗпере юсамалли куҫа курӑнать пулин те хӑрушла авӑнчӑк курман. Комисси кӗпере тӗпрен тӗрӗслеме , ҫав шутрах шыв ҫулне ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра ирттерме шут тытнине кура кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне машинсен хӑвартлӑхне тата йывӑрӑшне чакарма сӗннӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ тӑвать. Вӑл куна уявлама хатӗрленсе Шупашкар районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ «Юратнӑ тетте» акци ирттерет.
Акцире пухӑннӑ теттсем Кукеҫри шкул-интернатри ачасем валли пулӗҫ.
Теттесене эсир те килсе пама пултаратӑр, вӗсене Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗн Управленинче кашни кун 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Адрес: Кукеҫ поселокӗ, Совет урамӗ, 9-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |